Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Ун хыҫҫӑн полицейскисемпе пӗрле охотоведсем вырӑна тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсем тин кӑна персе вӗлернӗ пӑшие асӑрханӑ. Ку ӗҫе кам тунӑ? Ҫав ҫынна шырама тытӑннӑ.
Пӑшие персе вӗлернӗ вырӑнтан инҫех мар ку ӗҫе тума пултарнӑ браконьера тытнӑ. Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫыннӑн хӑйӗн ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, патронсем пулнӑ, тумтирӗ юнпа вараланса пӗтнӗ. Унӑн пысӑк чӗрчуна персе вӗлерме ирӗк пулман. Анчах вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, чӑтса тӑрайман – пӑшие курсан персе вӗлернӗ.
Арҫынна куншӑн ҫур миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл 1960 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Надежда Кириллова Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1983 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта 2014 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӗрлӗ сӑнар калӑпланӑ. 2013 ҫулта Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Паян Надежда Кириллова республикӑра иртекен пултарулӑх мероприятийӗсене, конкурссене хастар хутшӑнать.
Чӑваш Енре «Мускав – Чулхула – Хусан» маршрутпа хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тӑвас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Оперативлӑ штаба республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ пулма транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне шаннӑ. Ӗҫлӗ йыша хамӑр регионти тӗрлӗ министерствӑпа ведомство ертӳҫисене кӗртнӗ. Хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул иртекен районсен: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай – администрацийӗн пуҫлӑхӗсем оперштаба кӗнӗ.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли конкурссем иртрӗҫ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗ ҫынсем килсе тулман. Тилхепене унчченхисем тытса пырӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенче, Канаш хулинче суйланӑ. Пӑрачкав райадминистрацине Евгений Лебедев ертсе пырӗ, Йӗпреҫ райадминистрацине – Игорь Семенов, Канаш хулине – Виталий Михайлов.
Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Александр Куликова, Ҫӗмӗрле районӗнче Лев Рафинова ҫирӗплетнӗ; чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алексей Ладыкова тыттарнӑччӗ, Комсомольски райадминистраци пуҫлӑхӗн пуканне Александр Осипов йышӑннӑ, Елчӗк районӗнче – Леонард Левый, Канаш районӗнче – Владимир Степанов, Муркаш районӗнче — Ростислав Тимофеев.
Йӗпреҫ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫыннӑн пӑши ашӗ ҫав териех ҫиес килнӗ-ши? Халӗ унӑн пуҫиле майпа явап тытма тивӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пӑши тирне асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисене систернӗ.
Пӑшие уйӑх каялла персе ӳкернӗ ҫынна вӑрах шырама тивмен. Вӑл 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Сунара ҫӳреме юратаканскерӗн килӗнче 25 килограмм пӑши ашӗ, 4 пӑшал, вӗсенчен пӗрне хуҫи саккуна пӑсса упранӑ, патронсем, ҫӗҫӗсем, сунар билечӗ тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те туртса илнӗ.
Саккуна пӑсакан сунарҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статья 500 пин тенкӗ таран штрафлама е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Наци телекуравне тата «Тӑван радиона» Чӑваш Енре ытларах та ытларах ҫын курма, итлеме пултарӗ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци телерадиокомпанийӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче радиопередатчик ӗҫлеттерме пуҫланӑ.
Унта Наци телекуравӗпе «Тӑван радио» тест режимӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ радиокӑларӑмсене Комсомольски, Патӑрьел районӗнчи ҫынсем те итлеме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ ҫул «Тӑван радио» Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсене ҫитнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ перадатчиксем Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ӗҫлеме пуҫлӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче ял-хулана хӑтлӑх кӗртес ыйтусене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. «Формирование комфортной городской среды» (чӑв. Хуласене хӑтлӑх кӗртесси) регионти программӑна пурнӑҫлама 366,0 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пурнӑҫлама палӑртнине пилӗк 5 картишӗнчен хальлӗхе 3-шӗнче ӗҫсене вӗҫленӗ, халӑх ҫӳрекен 35 вырӑнтан — 14-шӗнче.
Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев каланӑ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнче планпа пӑхнин 30 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ, Ҫӗмӗрлере — 25 процентне, республикӑпа илсен — 82 процентне.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев подрядчиксен ӗҫне тӗрӗслесе тӑманшӑн муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ӳпкелесе хытах каланӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ.
Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ.
«МТС» компани Чӑваш Енри 18 яла, вӗсенчен 15-ӗшӗнче 600-тен сахалрах ҫын пурӑнать, 4G ҫыхӑнӑва ҫитернӗ.
Асӑннӑ сетьпе Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш, Вырӑс Тимеш, Ленин Поҫҫолкки; Муркаш районӗнчи Отарккӑ, Шарпаш, Чуманкасси; Вӑрнар районӗнчи Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ; Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешӗ, Кӗҫӗн Шӑнкӑртам; Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси, Мӑн Этмен, Тумликасси ялӗсем усӑ курайӗҫ. Вӗсенче пурӗ 5 пин ытла ҫын пурӑнать.
Сете ҫавӑн пекех Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенче сарнӑ. Тӗнче тетелне смартфон, планшет, модем е урӑх хатӗр урлӑ кӗрсен хӑвӑртлӑх ҫеккунтра 75 мегабитпа танлашать.
«МТС» компанин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Артур Сизов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 23 тӑрӑха пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет ҫитермелле.
Ӗнер ирхине, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пушар пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ачасен айӑпӗпе тухнӑ.
Хурамалти Свердлов урамӗнче утӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Пушар утӑ упрамалли вырӑнӑн тӑрри, утӑ ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче 1294 пушар пулнӑ. Инкексенче 41 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 57 ҫын суранланнӑ. Пушар кӑҫал 507 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |